Ӗнертенпе Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумне Надежда Осиповӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. Тивӗҫлӗ хушӑва республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Надежда Осипована ӗҫрен хӑтариччен Татьяна Богдановӑна ӗҫрен хӑтарасси пирки хушу кӑларнӑ. Анчах ӑна каярах ЧР сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумне лартнӑ.
Кӑҫалхи юпа уйӑхӗнчен республикӑн правительствинче хӑш-пӗр улшӑну пулса иртрӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви вырӑнне Сывлӑх сыхлав министерстви туса хучӗҫ. Ҫӗнӗ министерствӑра Алла Самойловӑна Светлана Ананьева ятлӑ ҫын ҫум пуканӗнче пулӑшса пырӗ. Ҫапла вара Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн Алла Самойлован виҫӗ ҫум тӑрса юлнӑ.
Маларах асӑннӑ Надежда Осипова пирки томографсене хаклӑпа туяннӑ тесе пӗр вӑхӑтра шӑв-шав ҫӗкленнӗччӗ, анчах вӑхӑт унтанпа нумай иртнӗ тесе ӗҫе кайран чарса лартнӑччӗ.
Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр ӗҫченӗсем «Шупашкарти 1-мӗш типографи» тулли мар яваплӑ общество ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ. Ку тӗлпулӑва организацие панкрут тесе йышӑннӑран йӗркеленӗ.
ЧР Ӗҫ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 60 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсене республикӑри ӗҫ рынокӗнче кирлӗ профессисем пирки каласа кӑтартнӑ, буклетсемпе брошюрӑсем валеҫсе панӑ.
Шупашкарти 1-мӗш типографие ЧР Арбитраж сучӗ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тунӑ йышӑнупа килӗшӳллӗн панкрут тенӗ. Ҫавна май унти ӗҫченсене кӑҫал раштав уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларӗҫ.
Сӑмах май, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче асӑннӑ организаци ӗҫпе тивӗҫтерекен япӑх хуҫасен йышне кӗнӗ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче вара унӑн директорне административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ара, организацие тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн унти 138 ӗҫчене 1,5 миллион тенкӗ шалу тӳлеменни ҫиеле тухнӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗн халӗ — ҫӗнӗ ҫум. Ӑна ӗнер кӑна алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин раштавӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Малашне ку тивӗҫе Владимир Кузюков пурнӑҫлӗ. Владимир Николаев унччен Госохотрыбслужбӑра ертӳҫӗре ӗҫленӗ.
Министрӑн ҫӗнӗ ҫумӗ 54 ҫулта. 2005–2010 ҫулсенче Владимир Кузюков Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн вара вӑл Госохотрыбслужбӑна куҫнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине ертсе пынӑ Сергей Викторова ку должноҫрен хӑтарни пирки маларах эпир пӗлтерсе ӗлкӗртӗмӗр-ха. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ Хушура ҫакӑн сӑлтавне ӑнлантарманччӗ. Анчах ӗнерех республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче, «Законодательство» ярӑмра, тепӗр Хушу пичетленчӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫав ӗҫлӗ хутра Сергей Викторова ЧР ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумне лартасси пирки каланӑ.
Аса илтеретпӗр, ӗҫ биографине С. Викторов 1997 ҫулта Патӑрьел районӗнчи налук инспекцийӗнче пуҫланӑ. 2005 ҫулта ӑна Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Кайран темиҫе ҫул район администрацийӗнче ӗҫленӗ.
Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн (маларах вӑл министерство пулнӑччӗ, кайран, кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче ӑна комитета куҫарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ) ертӳҫин ҫумне палӑртнӑ. Ку хушӑва паян республикӑн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Комитет ертӳҫин ҫумӗ пулма Наталия Яхатинана шаннӑ.
Патшалӑхӑн ӗҫ тӑвакан органне Наталия Яхатина Чӑваш кӗнеке издательствинчен куҫса кайнӑ. Унта та Наталия Кимовна пӗчӗк вырӑн йышӑнман: директорӑн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
Аса илтеретпӗр, Патшалӑх комитечӗ туса хунӑ хыҫҫӑн ведомствӑна Наталья Тимофеева ертсе пыма тытӑннӑччӗ. Кун пирки юпан 5-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хушу кӑларнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине 40 ҫулти Сергей Викторов ертсе пыма тытӑннӑранпа вӑхӑт нумаях та иртмерӗ. Ӑна ҫак пукана шанни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Тивӗҫлӗ хушӑва республика Элтеперӗ пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ. Ку тытӑмра Викторов 2011 ҫултанпа тӑрӑшма пуҫланӑччӗ. 2013 ҫулхи кӗркунне ӑна Ӗҫлӗх службин ертӳҫин ҫумӗ пулма лартнӑччӗ.
Халӗ вара Сергей Викторов Ӗҫлӗх службинчен кайнӑ. Хушӑва Михаил Игнатьев Элтепер алӑ пуснӑ.
Аса илтеретпӗр, ӗҫ биографине С. Викторов 1997 ҫулта Патӑрьел районӗнчи налук инспекцийӗнче пуҫланӑ. Тепӗр икӗ ҫултан вӑл Чӑваш патшалӑх университечӗн Патӑрьелти филиалӗне преподавателе, инженер-программиста куҫнӑ. Чӑваш Енӗн финанс министерствин Патӑрьел районӗнчи финанс расчечӗн автоматика тытӑмӗн программистӗнче те ӗҫленӗ. 2005 ҫулта ӑна Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Кайран темиҫе ҫул район администрацийӗнче ӗҫленӗ.
Суйлав хыҫҫӑн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Правительствине отставкӑна ярса ҫӗнӗрен йӗркелерӗ. Министрсем паллӑ ӗнтӗ.
Улшӑнусем пӗтмен-ха. Паян, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин Культура министерствинче тахҫантанпах ӗҫленӗ Альбина Алексеевӑна должноҫрен хӑтарасси пирки хушу алӑ пуснӑ.
55 ҫулти Альбина Алексеева министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ӑна должноҫрен мӗншӗн хӑтарни паллӑ: вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Альбина Алексеева ку пукана 2013 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа йышӑннӑ. Унччен вӑл министр ҫумӗ пулнӑ. Культура министерствинче вӑл 1999 ҫултанпа ӗҫленӗ.
ЧР Правительстви «Чӑваш Республикинчи ӗҫ ветеранӗсем пирки» саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Мӗнлисене?
Халӗ ӗҫ ветеранӗн ятне илес тесен арҫынсен — 42,5 ҫул, хӗрарӑмсен 37,5 ҫул ӗҫлемелле. Ку хисепсем унчченхи пекех юлӗҫ. Анчах ӗҫ ветеранӗн ятне илес тесен малашне ӗҫ стажӗн ҫуррине республикӑра пухмалла. Ҫыннӑн професси тӗлӗшӗнчен репутацийӗ вара таса пулмалла. Выговорсем, асӑрхаттарусем пулмалла мар.
ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтӗлев министрӗ Сергей Дмитриев палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑра 120 ҫын кун тӗлӗшпе ыйту ҫырнӑ ӗнтӗ.
Сӑмах май палӑртса хӑварар: республикӑри ӗҫ ветеранӗсене уйӑхсерен 1082 тенкӗ хушса тӳлеҫҫӗ. Тата вӗсен ҫыхӑнушӑн 50 процент ҫеҫ тӳлеме май пур.
Республикӑра пурӑнакан ӗҫсӗр ҫынсене «Работа в России» (чӑв. Раҫҫейри ӗҫ) ваканси бази пулӑшать. Ку шухӑша Чӑваш Республикин правительствин эрнесерен иртекен планеркинче республикӑн ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев палӑртса хӑварнӑ.
Ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерме республикӑра патшалӑх программи йышӑннӑ. Ӑна пурнӑҫа кӗртме пурӗ 494,4 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, вӗсенчен 271 миллионне — федераци хыснинчен. Кӑҫалхи вунӑ уйӑхра 349 миллион тенкӗпе усӑ курнӑ.
Программӑна кӑҫал 81 пин ҫын хутшӑнмалла. Паянхи кун тӗлне илес пулсан, 94,9 проценчӗ ку майпа усӑ курнӑ.
Программӑн тӗп тӗллевӗ — ӗҫсӗррисене вырӑн тупса парасси. Паянхи куна 39 пин ҫынна ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Кӑтарту пӗлтӗрхипе танлаштарсан пысӑкрах пулнине Сергей Димитриев «Работа в России» ваканси базине йӗркелесе янинче те курать-мӗн.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗн тивӗҫӗсене хальлӗхе урӑх ҫын пурнӑҫлать. Вӑл — Александр Акимов.
Паян, чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Ял хуҫалӑх академийӗн ректорне вӑхӑтлӑха палӑртнӑ. Вӑл инженери факультетӗнче транспорт технологийӗн машинин тата комплексӗн кафедрине ертсе пырать.
Хушу тухсан Сергей Артамонов ҫӗне пуҫлӑхра иккӗленменнине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл юлашки ҫулсенче академи Чӑваш Енри ял хуҫалӑх таварӗсене кӑларакан производительсемпе ҫыхӑну тытманнине палӑртнӑ.
Александр Акимов вара академин тӗллевсене пурнӑҫламалли майсем пуррине палӑртнӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 69 ҫулти Александр Акимов Ял хуҫалӑх академине ҫӗнӗ ректор палӑртиччен ертсе пырӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |